
Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пӳлӗмӗнче Чӑваш Республикинчи "Ваттисен тӗп канашӗ" ("Центральный совет старейшин") обществӑлла пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ертӳҫи - Карягин Федор Александрович, географ-эколог. Чи малтанах Василий Кервен ҫыравҫӑна Александр Пушкин хайлавӗсене ӑнӑҫлӑ куҫарнӑшӑн Ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа саламларӗҫ. Трак енре туризм еплерех аталанса пыни ҫинчен, Пӗтӗм тӗнчери туризмпа тараватлӑх индустрийӗн 31-мӗш куравне хутшӑнни тата вӑл епле иртни ҫинчен Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ Виталий Михайлов каласа кӑтартрӗ.
Тӗп канаш пайташӗсене ачасем тӑван чӑваш чӗлхипе сахал калаҫни те, ача сачӗсемпе шкулсенче чӗлхене вӗрентес ӗҫ-пуҫ еплерех пыни те хумхантарчӗ.
Ларура Чӑваш енри хисеплӗ ватӑсем малашне тумалли ӗҫсене те палӑртса хӑварчӗҫ.

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ черетлӗ суйлавпа шайлав ларӑвӗ ирттерме йышӑнчӗ. Хамӑр йышра тӑракансене (вӑл шутра — вырӑнти пӗрлӗхсен ертӳҫисене те) ятран чӗнессе кӗтмесӗрех ларӑва хутшӑнма, хӑйсен шухӑшӗсене калама ыйтатпӑр.
Килессе-килмессе пӗлтерсе, хӑвӑрӑн шухӑшсене маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче каласан тата вырӑнлӑрах пулать тесе шутлатпӑр.
Йыхрав
2025 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗенче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн (ЧВТК) отчетпа суйлав ларӑвӗ уҫӑлать.
Кун йӗркинче:

Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Варкӑш» литература клубӗнче ҫамрӑк ҫыравҫӑн, журналистӑн Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Кӗнекене 12 хайлав кӗнӗ: «Хӗл чӗппи», «Наркоз витӗмӗнчи тӗлӗк», «Ӗне вӑррисем», «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси», «Питбайкер йыхравӗ», «Телефонри ҫыру», «Илемпи, кӗт мана», «Шанма пурте пӑрахсан та…», «Митя», «Инкек кӳнӗ тӗлӗк», «Сивӗ сӑмах», «Урасӑр салтак». Кашнинчех паянхи ҫамрӑксен пурнӑҫне, ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ.
Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.

Марина Карягина ҫӗнӗ кӗнекисене Мускавра хӑтлани пирки, Шупашкарта та хӑтлав пуоасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче поэт, драматург тата прозаик Наци вулавӑшӗнче кӗнекисемпе паллаштарӗ. Ҫакна вӑл хӑйӗн юбилейне халаллӗ.
Ыран унта «Ҫӗн Кун ачи» тата «Ача ача» кӑларӑмсен хӑтлавӗ иртӗ. «Ачаш ача» ал ҫырӑвӗ республикӑра ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ хайлавсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Ҫӗн Кун ачи» кӗнекене сӑвӑсем, пьесӑсем, юлашки ҫулсенчи куҫарусем, кӗнеке ятлах драма /Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ/ кӗнӗ.
Хӑтлав 119-мӗш пӳлӗмре 16 сехетре пуҫланӗ.

Пӗтӗм тӗнчери педагог-художниксен союзне йӗркеленӗренпе 10 ҫу ҫитнине халаласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче педагог-художниксен форумӗ иртнӗ. Ӑна маларах асӑннӑ союзӑн республикӑри пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти ӳнер училищи (техникумӗ) йӗркеленӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри 60 ытла педагог хушӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — вӑтам шкулсенче ӗҫлекенсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем, вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан заведенийӗсен преподавателӗсем.
Форума пуҫтарӑннисене Шупашкарти ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова саламланӑ.

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче литературӑри пысӑк пулӑм иртмелле — Раҫҫейри ҫамрӑк мар «Литература хаҫачӗ» периодикӑллӑ кӑларӑмӗн пултарулӑх бригадипе (Мускав хули) тӗлпулу пулӗ.
Вулакансемпе, ҫыравҫӑсемпе тата калем ӑстисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫитӗҫ:
• Литература хаҫачӗн политикин пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев;
• хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литература пӗрлӗхӗн председателӗ Александр Чистяков;
• пирӗн ентеш, Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ Сергей Ефимов сӑвӑҫ.
15:00 сехетре сире пурсӑра та «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗн хӑтлавӗнче тата Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» харӑсах икӗ преми лауреачӗпе йӗркеленӗ пултарулӑх тӗлпулӑвӗнче (Офицер сӑввисем) кӗтетпӗр.
Премин ҫӗнӗ сезонӗ пирки калаҫӑпӑр, хутшӑнмалли условисем ҫинчен каласа парӑпӑр. Кайран вара лайӑх сӑвӑсем итлӗпӗр.
Сергей Александрович хӑйӗн ҫӗнӗ «Болит ребро, не ставшее тобой» кӗнекипе паллаштарӗ.
Ҫапла вара, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (Ленин пр., 15-мӗш ҫурт) юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15:00 сехетре тӗл пулатпӑр!
Пырӑр! Интереслӗ пулӗ!

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чӑвашcен паллӑ этнографӗ, историкӗ, философӗ, педагогӗ, ҫыравҫи, фольклорҫи, литература тӗпчевҫи, тавра пӗлӳҫи, «Чуваши Казанского Заволжья» тата «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» монографисен, «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-и, каймӗ-ши? эссе авторӗ Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ. Шӑпах ҫак кунсенче унӑн Ҫырнисен пуххин I томӗ пичетленсе тухрӗ. Ӑна Г.И. Комиссаров (Вантер) ячӗллӗ фонд кӑларнӑ, пухса хатӗрлекенсем: фонд президенчӗ В.В. Комиссаров тата истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ А.П. Леонтьев. Кӗнекене ӑсчахӑн истори, этнографи, фольклор, литература тӗпчевӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх архивӗнче ал ҫыру халлӗн упранакан ӗҫӗсем кӗнӗ.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эрнекун, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (1-мӗш хут, 119-мӗш пӳлӗм) ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртет. 14 сехетре пуҫланать. Йыхравлатпӑр.

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ятлӑ анлӑ проект шайӗнче пичетленнӗ кӗнекесене хӑтларӗҫ.
Хӑтлава Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Вӑлах ҫак кӗнекесен ярӑмӗ мӗнле ҫурални пирки, ӑна мӗнле сӑлтава пула пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ.
«Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» мӗнпурӗ ултӑ кӗнеке тухнӑ. Улттӑмӑшӗ, «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ятлӑскер, нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ҫак кӗнекесене мӗн пӗр тӗвве пӗрлештерет-ха? Вӗсенче кашнинче чӑвашсен хайлавӗсем пичетленнӗ. Поэзире Марина Карягинӑн пултарулӑхӗпе паллашма пулать, драматурги пайӗнче — Арсений Тарасовӑн ӗҫӗпе. Юрий Исаевӑн ӗҫӗсем те ку ярӑмра вырӑн тупнӑ — «Публицистика» ятлӑ томра.
«Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ярӑмри кашни кӗнеке питӗ хулӑм, пысӑк пахалӑхпа пичетленӗскерсем. Ярӑма Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен наци литературине пулӑшас программӑпа килӗшӳллӗн хатӗрлеҫҫӗ, укҫа-тенкӗ енчен вара Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви нухрат уйӑрать.

Паян 14 сехетре ЧР Наци влулавӑшӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫутта тухнин вӑраха тӑсӑлнӑ ҫутти» (вырӑсла – «Долгий свет просвещения) курав уҫӑлать. Паян – Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ. Курав паянхи кун уҫӑлни – ахальтен мар. Иван Яковлева ывӑлӗ манаҫлӑ ҫуттакӑларуҫӑпа, гуманистпа танлаштарнӑ. «И.Я.Яковлев чӑваш халӑхӗшӗн тӗттӗм вӑхӑтра шӑпа пӳрни пулнӑ», - тенӗ вӑл.
Курава «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» концепци тавра йӗркеленӗ. Ун урлӑ Иван Яковлевӑн педагогика ӗҫне, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнине кӑтартса панӑ. Унта документсемпе те паллашма май пур. Ҫав шутра – Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗнчи «Халалӑн» чӑвашла тата вырӑсла алҫырӑвӗпе те. Чылай экспонат – ЧР Наци вулавӑшӗн фондӗнчен. Ҫав шутра Иван Яковлев чӑвашла куҫарнӑ «Чӑн тӗн кӗнеки – Начальное учение православной христианской веры» кӗнеке те, 1911 ҫулта чӑвашла тухнӑ «Ҫӗнӗ халалӑн» тулли изданийӗ те, 1872-1919 ҫулсенче тухнӑ чӑвашла букварьсем те пур.

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче хаҫат-журнал ӗҫченӗсем тата ТАСС информации агентствин элчисем Чӑваш наци вулавӑшӗнче пичет кӑларӑмӗсене аталантармалли центр тӑвасси пирки калаҫнӑ.
Етӗрне районӗн «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лилия Петрова федераци спикерӗсем чи малтанах вулаканшӑн усӑллӑ пулмаллине палӑртнине каланӑ. ТАСС агентствӑн регионти хыпарсен ертӳҫи Андрей Цицинов кирек мӗнле хаҫата та – регионти-и, хулари-и, районти-и – ҫӳлерех, федераци шайне, хӑпарма сӗннӗ.
